Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Куславкка районӗ

Вӗренӳ Уява пухӑннисем
Уява пухӑннисем

Куславкка районӗнчи Энтри Пасар шкулне уҫнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ, ҫак уява шкулта раштавӑн 14-мӗшӗнче, иртнӗ шӑматкун уявланӑ.

Энтри Пасар шкулӗн кун-ҫулӗ 1913 ҫулта пуҫланнӑ, Октябрь пӑлхавӑрӗ пуҫланиччен тӑватӑ ҫул маларах кунта хутла вӗрентекен шкул уҫнӑ. Энтри Пасар ял тӑрӑхӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ҫулсем хушшинче вӑхӑт самай иртнӗ — шкул шайӗ те темиҫе хут улшӑннӑ, вӗрентекенсен йышӗ те.

Раштавӑн 14-мӗшӗнче уяв савӑнӑҫлӑ иртнӗ — ҫак шкула маларах пӗтернисем пухӑнма май тупнӑ. Ахаль килмен вӗсем — парнесемпе, салам сӑмахӗсемпе. Шел те, шкулӗ вӗсене вырӑсла ҫеҫ темшӗн кӗтсе илнӗ. Ҫапла пуль ҫав, ӗмӗр иртнӗ хыҫҫӑн чӑвашла манса пыраҫҫӗ ӗнтӗ куславккасем.

 

Пӗлтерӳ

Ыран, чӳкӗн 22-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ купӑста фестивалӗ иртмелле. Ҫапла-ҫапла. Кӑҫал пуҫласа йӗркелемеҫҫӗ унта ӑна. Пӗр ҫулхине, астӑвасса, Шупашкара пухӑннӑччӗ. Хальхинче вара вӑл каллех ӑна пуҫарса янӑ тӑрӑхра, Куславкка районӗнче, йӗркелӗҫ.

Фестивале хутшӑнас текенсен Кунерти информаципе культура центрне пухӑнмалла. Курмалли-пӑхмалли те пулӗ-ха, ҫапах та купӑстаран хатӗрленӗ тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе пырсан ним мар конкурссене хутшӑнма май килӗ. Тепӗр тесен, пуш алӑпа пыракансем валли те кӑсӑкли пуласса шантараҫҫӗ. Сӑмахран, тӑварланӑ купӑста астивсе пӑхма май килӗ. Ара, ӑна кашни тӗрлӗрен йӳҫӗтет-ҫке. Лайӑх калаҫсан хуҫисем, тен, хӑйсен вӑрттӑнлӑхне те уҫса парӗҫ. Тӗрлӗ сорт паллаштармалли курав та йӗркелӗҫ. Купӑста фестивальне йӗркеленӗ май кӑҫал пӗрре персе икӗ мулкач тытас тенӗ — ҫав кун «Кала, хут купӑсӑм ман» купӑсҫӑсен районти конкурсӗ иртмелле.

 

Республикӑра

Куславкка районӗнчи ачасен кӗрхи каникулӗ чылайлӑха асра юлас шанӑҫ пур. Вӗсем валли тӗрлӗ мероприяти йӗркелеме палӑртса хунӑ.

Куславккари комплекслӑ центра Карамӑш, Куснар ял тӑрӑхӗсенчи тата Куславкка хулинчи ачасене пухӗҫ. Анчах пурне те мар — сахал тупӑшлӑ, тулли мар, нумай ачаллӑ ҫемьесенче пурӑнакансене. Вӗсене вожатӑйсем вырӑнти «Атӑл» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче спорт эстафетисене хутшӑнтарӗҫ, бассейнра иштерӗҫ. Районти кӑсӑклӑ ҫынсемпе курнӑҫтарассине те плана кӗртнӗ.

 

Куславкка районӗнчи Туканаш ялӗнче пурӑнакан Эльвира Жиглаева Мускавра иртнӗ усрав ҫемьесен Пӗтӗм Раҫҫейри форумне хутшӑннӑ. Унта тӗрлӗ регионти усрав ашшӗ-амӑшӗ — пурӗ 900 ҫын — пырса ҫитнӗ.

Мероприяти ҫак уйӑхӑн 6–9-мӗшӗсенче иртнӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Союзсен ҫуртӗнчи Колонна залӗнче уҫнӑ. Мероприятие Раҫҫей Правительствин председателӗн ҫумӗ Ольга Голодец тата РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Леванов хутшӑннӑ.

Форумра усрава илекен ҫемьесене патшалӑх епле пулӑшни пирки калаҫнӑ, тӑлӑхсемпе пӗр чӗлхе тупмалли меслетсене тата ытти хӑш-пӗр саманта сӳтсе явнӑ.

Сӑнсем (10)

 

Авӑнӑн 16-мӗшӗнче «Халӑхӑн социаллӑ пулӑшӑвӗн Куславкка центрӗ» кӑнтӑрлахи ларӑвӗн пайӗнче «Ӑста алӑсем» пултаруллӑх клубӗ «Канзаши ӳнерӗпе паллашасси» темӑпа заняти иртнӗ.

Канзаши вӑл 400 яхӑн ҫул каялла усӑ курма пуҫланӑ япунсен традициллӗ ҫӳҫ капӑрлӑхӗ. Ӑна вара тӗрлӗ тӗслӗ пусмаран тӑваҫҫӗ. Паянхи кунсенче ҫак япун ӳнерӗ Раҫҫей хӗрарӑмӗсем хушшинче чи паллӑ хобби пулса тӑнӑ иккен.

Паян уйрӑмӗн клиенчӗсем Канзаши искусствин историйӗпе, унӑн тӗсӗсемпе, пысӑк чечексен йышне хатӗрлемелли ҫулҫӑн икӗ типӑн техникипе паллашнӑ. Заняти вӗҫӗнче вара ушкӑн Тӗнче тетелӗ урлӑ казаншипе мастер-классене, ӗҫсене кӑсӑклансах пӑхнӑ.

Паллах теори пайӗсӗр пуҫне уйрӑмӑн клиенчӗсем практика пайне те пурнӑҫланӑ. Пӗрремӗш занятисенче ху тӗллӗн чечексем тума йывӑртарах пулин те ҫапах ветерансем малашлӑхри практика занитийӗсене канзаши ӳнерне «парӑнтарма» шанаҫҫӗ.

 

Куславкка районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр «Ыттисемшӗн ырӑ ӗҫ ту» акци ирттерет. Ун тӗллевӗ — укҫа-тенкӗ енчен хӗсӗк пурӑнакан ҫемьесем валли япаласем, теттесем, илемлӗ литература пухасси. Кӑҫалхи акцие 46 ҫын хутшӑннӑ иккен. Сахал тупӑшлӑ 74 ҫынна вӗсен ырӑ кӑмӑлне кура пулӑшма май килнӗ.

Ырӑ кӑмӑлпа пырса панӑ ҫав япаласене центр специалисчӗсем Куснар тата Елчӗк ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансене валеҫсе панӑ.

 

Паян, ҫурлан 21-мӗшӗнче ял хуҫалӑх министрӗ Эдуард Александров ертсе пынипе республикӑри аграри делегачӗсем ҫурлан 22–25-мӗшсенче Нитра хулинче иртекен тӗнче шайӗнчи ял-хуҫалӑх куравне хутшӑнас тӗллевпе Славаки республикине ҫул тытнӑ. Республика делегачӗсем хушшине «Агро-Инновации» директорӗ Николай Васильев, «Ҫеҫпӗл» АХО Шупашкар предприятийӗн суту-илӳ ыйтӑвӗсене татса паракан директор ҫумӗ Александр Бакшаев, «АККонд-Агро» АУО фирмӑн аслӑ директорӗ Вячеслав Иванов тата Куславкка районӗнчи Василий Семенов фермер кӗнӗ.

Пирӗн республика элчисем ял хуҫалӑхӑн тата апат-ҫимӗҫӗн тӗрлӗ отраслӗсен презентацийӗнче, ӗҫлӗ тӗлпулӑвӗсенче пулса курӗҫ. Унсӑр пуҫне вӗсем выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетмелли комплекссене тата биопродукци кӑларакан предприятисене кӗрсе курӗҫ.

 

Ҫурлан 12-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи халӑхӑн социаллӑ пулӑшу центрӗнче «Хрусталь тӑмани» ӑс-тӑн клубне ҫӳрекенсем «Шӑрпӑкпа ҫыхӑннӑ пуҫватмӑшсем» ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Мероприяти вара вӑйӑ формӑллӑ иртнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем чи малтанах ушкӑнсем ҫине пайланнӑ, унтан ушкӑна ят панӑ, капитана суйланӑ. Шӑрпӑк ӑмӑртӑвӗ тӑватӑ пайран тӑнӑ:

- пӗрремӗшӗнче математика ӗҫӗсем, ушкӑнсем тӑватӑ танмарлӑх хуравӗсене шырамалла пулнӑ, хуравӗ вара пӗр шӑрпӑка урӑх ҫӗре куҫарнӑран паллӑ пулнӑ;

- иккӗмӗшӗнче сисӗм-туйӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем, вӑййа хутшӑнакансен пӗр хутӗнчех 5 шӑрпӑк арчинчен шӑрпӑклӑ арчине тупмалла пулнӑ;

- виҫҫӗмӗш ӗҫре вара кашни хутшӑнакана 5 ҫекунтлӑх шӑрпӑкран тунӑ ӳкерчӗке кӑтартнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ушкӑнсен астуса юлнӑ тӑрӑх ӳкерчӗке тумалла пулнӑ.

Конкурс вӗҫнелле кашни ушкӑн лайӑх ҫитӗнӳсем кӑтартнӑ, ҫавӑнпа та ӑмӑртура туслӑх ҫӗнтернӗ. Заняти чей ӗҫнипе вӗҫленнӗ.

 

Халӗ ӗлӗкхи пек: «Ҫын мӗн калӗ?» — теме пӑрахса пыратпӑр та, тен, ҫавӑнпах ҫемьесем те час-часах арканаҫҫӗ. Ӗлкӗрех килти ҫӳп-ҫапа урама кӑларас мар тесе темле пулсан та ҫынсем чӑтнӑ, пӗр пӗрлешнӗ япалана пурӑнсах ирттерме тӑрӑшнӑ. Халӗ, ав, пӗрлешекенсем уйрӑлакансен сахалтарах пулсан хавасланса пӗлтеретпӗр.

Куславкка районӗнчи ЗАГС пайӗнче кӑҫалхи ҫу, ҫӗртме тата утӑ уйӑхӗсенче 51 мӑшӑр пӗрлешме заявлени панӑ, 34 мӑшӑр пӗр тӗвве чӑмӑртаннӑ. «Ыттисене чарнӑ-им?» — тесе тӗлӗнмелле мар. Заявлени панӑ ҫырӑнтариччен хыҫҫӑн пӗр уйӑх кӗттереҫҫӗ-ҫке. Апла тӑк, мӑшӑрланас шухӑша ҫак уйӑхра тытнисен асӑннӑ тапхӑр ҫитеймен-ҫке... Пӗлтӗрхи ҫу-утӑ уйӑхӗсенче вара 49 мӑшӑр пӗрлешме заявлени панӑ, 32 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ.

Сӑмах май, унччен уйрӑлнисем тепре мӑшӑрланма шут тытнисем маларах асӑннӑ кӑҫалхи тапхӑрта 15 ҫын пулнӑ. Хӗрарӑмсенчен ытларахӑшӗ 18–24 ҫулсенче качча каяҫҫӗ иккен, арҫынсем вара 25–34 ҫулта авланаҫҫӗ. Ку вӑл — Куславккари ЗАГС специалисчӗсем кӑҫалхи ҫу-утӑ уйӑхӗсенчи лару-тӑрӑва тишкернӗ тӑрӑх.

 

Пӗлни кирлӗ ан пултӑр-ха, инкеклӗ лару-тӑрура мӗн тумаллине пӗлни ҫапах та ытлашши пулас ҫук. Куславкка районӗнчи Кунерти ваттисен ҫуртӗнче (халӗ ун пек учрежденисене урӑхларах калаҫҫӗ-ха — вӑхӑтлӑх пурнӑмалли вырӑн теҫҫӗ) пушар тухсан мӗнле тытмаллине вӗрентнӗ. Ҫак вӑрттӑнлӑха унта вӑй хуракансем те ӑша хывнӑ, 30-мӗш пушар чаҫӗн ӗҫченӗсем те хӑйсен ӑсталӑхне ҫӗнӗрен туптанӑ. Унта пурӑнакансене те пушар сиксе тухсан мӗн тумалли пирки лайӑххӑн ӑнлантарса панӑ-мӗн.

Вӗрентӳ инкеклӗ лару-тӑрура епле тытмаллине кашниех пӗлнине кӑтартса панӑ имӗш.

Сӑнсем (6)

 

Страницӑсем: 1 ... 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, [44], 45, 46, 47, 48, 49
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 22

1935
89
Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ